Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев харӑсах темиҫе хушӑва алӑ пуснӑ. Вӗсем те — тӳре-шаран ӗҫ вырӑнӗпе ҫыхӑннӑскерсем.
Чӑваш Енӗн Гостехнадзорне ертсе пыма Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫленӗ Сергей Вязовские лартнӑ. Михаил Васильевич ку кандидатура пирки административлӑ ӗҫре опыт пур тесе палӑртнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Гостехнадзорне ертсе пынӑ Владимир Димитриев кӑҫалхи ҫулла ӗҫрен кайнӑччӗ. Пултарайманран мар, урӑх ҫӗре куҫнӑран. Владимир Димитриев хальхи вӑхӑтра Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать. Унччен ку должноҫре вӑл вӑхӑтлӑх шутланнӑ, нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова суд йышӑнӑвӗпе ӗҫрен кӑларнӑ.
Паянтанпа Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отрасльне Владимир Викторов стоматолог министр пулса ертсе пырӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ, паянах енсем Правительство ҫуртӗнче тӗл пулса калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев Владимир Викторова Чӑваш Енри медицина общественноҫӗ сӗннине пӗлтернӗ. Шупашкарти стоматологи поликлиникине чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пыракан специалист медицинӑра чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗҫленине палӑртнӑ вӑл.
Владимир Викторов — чӑваш парламенчӗн депутачӗ. Унта суйланиччен вӑл хай пурӑнакан Шупашкар районӗнче депутата суйланнӑ. Республикӑн тӗп хулинче ӗҫлеме пуҫласан та унта та ӑна депутата суйланӑ. Обществӑлла ӗҫе те Владимир Викторов хастар хутшӑнать. Вӑл — Стоматологсен ассоциацийӗн, Ашшӗсен канашӗн ертӳҫи.
ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашупрдор» валли директор шыранине, конкурс иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, маларах конкурс хутшӑнакансем пулманнине кура иртейменччӗ, хальхинче унта сакӑр ҫын хутшӑннӑ. Ӗнер конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Директор тилхепине тытма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Роман Каляева шаннӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие кӗриччен Роман Каляев «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей», «Сылтӑм вӑйсен партийӗ» партисенче тӑнӑ. Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ те пулнӑ.
Роман Каляев 2001 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн машфакӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хальччен вӑл «Чӑвашагрохимсервис» тулли мар яваплӑ обществӑра гендиректорӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
«За рулем» порталта пӗлтернине ӗненсен, Роман Евгеньевич Каляев ятлӑ ҫын (тен, пӗр пек ятлӑ этем-ши?) — «Автолайн» обществӑн соучредителӗ те. Ку общество хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнче Наци конгресне хирӗҫ бизнес-центр хӑпартса лартнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — социаллӑ пурнӑҫпа политика мониторингӗ ирттерекен Юрий Садовников ӗҫрен кайнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, хыпара журналистсем хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем урлӑ пӗлнӗ.
Ӗҫрен каяс шут тытнӑ тӳре-шарана, Юрий Садовникова, Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Маларах асӑннӑ МИХа Юрий Садовников урӑх вырӑна пурӑнма куҫнине пӗлтернӗ. Ыйтӑва ҫемьепе татса панине, татӑклӑ утӑм тӑвиччен самай шухӑшланине палӑртнӑ.
Юрий Садовников Мускав облаҫӗн правительствинче ӗҫлеме пуҫлӗ.
Ҫӗнӗ ҫӗре малтан вӑл хӑй тухса кайӗ, унта тӗпленнӗ хыҫҫӑн Юрий Садовников арӑмӗпе ачисене илсе каяссине пӗлтернӗ.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӗренӳ министрӗн ҫумне Светлана Петровӑна ӗҫрен кӑларӗҫ. Ун хыҫҫӑн ҫак ӑшӑ пукан чылай вӑхӑт хушши пушӑ пулчӗ. Паян вара Иван Моторин алӑ пусса вӑл вырӑна
Фёдорова Алевтина Николаевнӑна лартнӑ.
Алевтина Николаевна 1974 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пуличчен вӑл Шупашкар хулинчи 47-мӗш вӑтам шкулӑн директорӗ пулса ӗҫленӗ, истори тата общество пӗлӗвне вӗрентнӗ. Шкул сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗн тӑватӑ аслӑ пӗлӳ дипломӗ. 1996 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори тата географи факультечӗсенчен вӗренсе тухнӑ. 1998 ҫулта унтах юрист дипломне алла илнӗ. 2012 ҫулта Михаил Шолохов ячӗллӗ Мускав патшалӑх гуманитари университетӗнче «Государственное и муниципальное управление» (чӑв. Патшалӑх тата муниципалитет тытӑмлӑхӗ) специальноҫлӑ пулса тӑнӑ. Унӑн пӗтӗм ӗҫ-хӗлӗ 47-мӗш шкулта иртнӗ. Вӑл унта 1995 ҫулта истори вӗрентекенӗ пулса килнӗ. 2004 ҫулта ӑна директор ҫумне лартнӑ, 2010 ҫулта — директор пуканне йышӑннӑ.
ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашупрдор» валли директор шырать. Конкурс иртнӗ ӗнтӗ. Халхинче унта сакӑр ҫын хутшӑннӑ. Конкурса пилӗк кунран пӗтӗмлетӗҫ.
Аса илтерер: пӗрремӗш конкурс пирки кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Вӑл нарӑс варринче иртмелле пулнӑ. Анчах конкурс иртмен, мӗншӗн тесен унта икӗ кандидат кӑна хутшӑннӑ.
Хальхинче комиссие сакӑр ҫын предприяти аталанӑвӗн стратегийӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурсра кам ҫӗнтерни паллӑ мар-ха.
Хальлӗхе предприятие вӑхӑтлӑха Александр Немов ертсе пырать. Унччен ку должноҫе Евгений Барсуков йышӑннӑ. Ӑна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «кумлӑ», хысна укҫине тӑкакланӑ тесе айӑпланӑ. Унтан Евгений Барсуков ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников хыҫҫӑнах должноҫрен кайнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурине учитель тата хаҫатҫӑ пулнӑ ҫын ертсе пырӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн прокурорӗн кандидатурине пӑхса тухнӑ. Малтан эпир урӑх МИХа таянса пӗлтерни тӳрре килчӗ: ку пукана Адыгея прокурорне Василий Пословские сӗннӗ. Татӑклӑ сӑмаха РФ Президенчӗ Владимир Путин калӗ — прокурора ҫирӗплетекен хушӑва вӑл алӑ пусать.
Раҫҫейӗн генпрокурорӗ Юрий Чайка сӗннӗ кандидатура прокуратура тытӑмӗнче виҫӗ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшать. Юлашки ҫулсенче вӑл Адыгейӑра ӗҫленӗ. Правӑна сыхлакан тытӑма куҫиччен Воронеж облаҫӗн ҫынни Василий Пословский учительте те ӗҫленӗ, район хаҫатӗнче литература сотрудникӗнче те, комсомол органӗнче те. Чӑваш парламенчӗн хӑш-пӗр депутачӗ калашле, Совет саманинче пиҫӗхнӗ. Парламентарисен кашни ыйтӑвне те вӑл тивӗҫлипе хуравларӗ.
Ӗнертенпе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне художество ертӳҫи пулса ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Коллектива унпа Чӑваш Енӗн культура тата национальноҫсемпе архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев паллаштарнӑ. Тилхепене тытни — Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Сергей Кисс.
Сергей Кисса Днепропетровскри М.И. Глинка ячӗллӗ музыка училищин дирижерпа хор тата теори уйрӑмӗсенче (1993), Мускав облаҫӗнчи С.С. Прокофьев ячӗллӗ музыка училищин фортепиано уйрӑмӗнче (1998) вӗреннӗ, Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ консерваторире (1999 тата 2006 ҫулсем) тӗрлӗ специальноҫа илнӗ.
Мускаври Ҫӗнӗ опера театрта театрта стажировка тухнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. 2010–2017 ҫулсенче вӑл Саранскри Патшалӑхӑн музыка театрӗнче тӗп дирижер пулнӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацине Александр Казаков ертсе пыма пӑрахнӑ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн XII черетсӗр ларӑвӗнчех (вӑл иртнӗ эрнерех пуҫтарӑннӑ) йышӑннӑ.
Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Казаковӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑ. Контракт вӗҫленнине кура унӑн полномочине чарса лартма йышӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Казаковӑн ҫумне — вӗрентӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхне Алла Волчковӑна шаннӑ. Александр Казаков депутатсене пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗ тухнӑ. Унта ҫӗрпӳсен райадминистраци пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссин пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Ку вӑл — федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пулса пыракан процедура.
Чӑваш Енӗн прокурорӗнче Сергей Легостаев нумай вӑхӑт ӗҫлемерӗ. Ҫӗнӗ тивӗҫе 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен 5 ҫуллӑха кӳлӗннӗскере должноҫрен хӑтарасси пирки иртнӗ эрнере РФ Президенчӗн указӗ тухрӗ. Чӑваш Ене киличчен Сергей Легостаев Кисан облаҫӗн прокуратурине ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫак эрнере иртекен сессийӗнче республика прокуратурин кандидатурине пӑхса тухмалла. Апла тума саккун хистет. «Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫе Адыгея прокурорӗ Василий Пословский йышӑнма пултарать текен сӑмах ҫӳрет. Пакунлӑ ҫав ҫын 1961 ҫулта Воронеж облаҫӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура органӗсенче 1984 ҫултанпа ӗҫлет. Тула облаҫӗн прокурорӗнче тӑхӑр ҫул тимленӗ. Адыгея прокурорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа тӑрӑшать. Авланнӑ. Икӗ ача ашшӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |